
Мускав ҫывӑхӗнчи Ногинскри ҫӑлав центрӗ ҫумӗнче Раҫҫей Инкеклӗ лару-тӑру министерствин дрон операторӗсен конкурсӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ регионти 11 специалист хутшӑннӑ.
Пирӗн ентеш Петр Кадкин опытлӑ ТОП-5 специалист йышне кӗнӗ. Жюри вӑл условлӑ «катастрофа» вырӑнӗнче шар курнӑ ҫынсене тупса вӗсем ӑҫта, миҫере, мӗнле суранланнине хӑвӑрт палӑртнине уйрӑмах мухтанӑ.

Ӗнер Тӑвай округӗнчи Тӗмер ялӗнче пушар тухни пирки пӗлтернӗччӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ инкек пирки тӗплӗнрех пӗлтернӗ.
Пушар тухнӑ вӑхӑтра килте виҫӗ ача тата вӗсен асламӑшӗ(е кукамӑшӗ) пулнӑ. Хӗрарӑм икӗ мӑнукӗпе, 3-ри тата 4-ри хӗрачасемпе, ҫӑлӑнса ӗлкӗрнӗ. Вӗсене пульницӑна илсе кайна. Шел те, 2 ҫулти арҫые ачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Паян синопиксем асӑрханма сӗнеҫҫӗ: республикӑра хӑрушсӑрлӑхӑн «сарӑ» шайӗ.
Паян кӑнтӑрла Чӑваш Енре вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать. Ҫумӑр вӑхӑтӗнче ҫил вӑйланать, ҫеккунтра 11-16 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет.
Кун пек ҫанталӑкра инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухасси те часах. Ҫавӑнпа Инкеклӗ лару-тӑру министерстви аслатиллӗ ҫумӑр вӑхӑтӗнче асӑрханма ыйтать. Ҫав вӑхӑтра килте пулсан аванрах.

Иртнӗ канмалли кунсенче типӗ курӑк ҫуннӑ 9 тӗслӗх пулнӑ. Иртнӗ талӑкра – 2 тӗслӗх. Ҫапла пӗлтерет Инкеклӗ лару-тӑру министерстви.
Тунтикун ир тӗлне республикӑра ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ 12 тӗслӗхе, курӑк ҫуннӑ 18 тӗслӗхе шута илнӗ. Пӗтӗмпе 37,3 ытла гектар ҫинчи типӗ курӑк ҫуннӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе кун пек инкексенче ҫын вилнӗ тӗслӗх пулман. Ытти ҫулсенче унашкал тӗслӗхсем, шел те, пулнӑ. Анчах ҫакна та манмалла мар: курӑк ӑшӗнче тӗрлӗ кӑпшанкӑ, чӗрчун пурӑнать. Ҫав шутра – чӗрӗпсем те.

Кӗҫӗр, ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре, Етӗрне округӗнчи Сӑрҫи ялӗнче 82 ҫулти арҫыннӑн килӗнче мунча ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм кӗске вӑхӑтранах юнашар ларакан ҫурт ҫине куҫнӑ.
Пушарнӑйсем 96 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхасакан ҫулӑмпа кӗрешнӗ. Пушар мунчана, пурӑнмалли ҫурта тӗп тунӑ. Юрать, кил хуҫи хӑй шар курман. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм электрохатӗр йӗркеллӗ ӗҫлеменнипе пулнӑ.

Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫӗрле Патӑрьелти Совет урамӗнчи пӗр харпӑр ҫуртра пушар тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм сӗтел-пукана, тӗпелти чӳречене, шалти отделкӑна тӗп тунӑ. Пӗтӗмпе 20 тӑваткал метр лаптӑк сиенленнӗ.
Пушара сӳнтерсен 55 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа тишкереҫҫӗ.

Паяр ирхине, 5 сехет ҫурӑра, Шупашкарти Мир проспектӗнчи 72-мӗш ҫуртра пушар пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, нумай хваттерлӗ ҫуртран 72 ҫынна урама кӑларнӑ. Ҫав шутра икӗ ача пулнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем пушара 40 минутран сӳнтернӗ. Халӗ специалистсем ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.

Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӗрле Ишлей станцийӗнче йывӑҫ ҫурт ҫунса кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем ҫулӑма сӳнтерсен 61 ҫулти кил хуҫин тата унпа пӗрле пурӑннӑ 48 ҫулти хӗрарӑмӑн виллисене тупнӑ.
Пушар 40 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Кӳршӗ хуралтӑсем шар курман. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар асӑрханмасӑр пирус туртнӑран тухма пултарнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирус асӑрханмасӑр туртнӑран 12 пушар пулнӑ. Вӗсенче виҫӗ ҫын вилнӗ.

Синоптиксем ыран асӑрханма ыйтаҫҫӗ. Уйрӑмах - ҫула тухакансене. Ыран кӑнтӑрла республикӑра ҫил-тӑман вӗҫтерӗ, ҫил вӑйланса ҫеккунтра 15-17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ, ҫул ҫинче 500 метр аякри курӑнмӗ. Ҫил-тӑман ҫӗрле те чарӑнмӗ. Ҫавна май хӑрушсӑрлӑхӑн «сарӑ» шайӗ пулӗ.
Ҫанталӑк япӑхланнӑ май электропралуксем татӑлас, ҫул ҫинче авари пулас, хавшак конструкцисем персе анас хӑрушлӑх пулӗ.
«Асӑрханаллӑ тата тимлӗ пулӑр!» - ҫапла асӑрхаттарать Инкеклӗ лару-тӑру министерстви.

Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Куславкка хулинче пурӑнакан 70 ҫулти хӗрарӑмӑн хуҫалӑхӗнче пушар тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм гаражри юсавсӑр электропралукран тухнӑ. Пушар хӑвӑрт сарӑлнӑ, ҫурт ҫине самантрах куҫнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем «хӗрлӗ автанпа» пӗр сехет ытла кӗрешнӗ. Ҫулӑм пӳрте, гаража, шалта ларнӑ машинӑна тӗп тунӑ. 70-ти хӗрарӑмӑн мунчи кӑна тӑрса юлнӑ.
